Ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн саккунӗ те кӗр енне пушшех те ун кӑмӑлне пӗлсе ҫитерме йывӑр. Республикӑри хӑш-пӗр хуҫалӑхра халӗ ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑрах тӑнине кура копалкӑпа та кӑлараҫҫӗ, ҫавна май пуҫтарма ҫынсене илсе тухаҫҫӗ. Хальлӗхе мӗнпур лаптӑкӑн ҫуррине кӑна кӑларма ӗлкӗрнӗ-ха. Хирте 47 комбайнпа 73 копалка ӗҫлет.
Красноармейски районӗнче вӑрлӑхшӑн ӳстернӗ куккуруса вырса тӗшӗлеме тухнӑ. Ҫак культурӑна ытти ҫӗрте те, сӑмахран, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенче, акса хӑварнисем пур.
Кӗрхисене акасси те малалла пырать. Иртнӗ уйӑхӑн 30-мӗшӗ тӗлне палӑртнин 93,9 процентне ҫӗннӗ. Планпа пӑхнине Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче пӗтернӗ.
Элӗк районӗнчи Пӗчӗк Карачура ялӗнче пурӑнакан Лидия Онуфриева пахчинче чӑн-чӑн клуб туса лартнӑ. Хӑйӗн анкартине илемлетме вӑл чирленӗ хыҫҫӑн шухӑшланӑ.
Лидия патне килекен хӑнасене нумай кӳлепе кӗтсе илет: пӑши, Баба-Яга, юмахри гном, чӑваш пики, ҪҪХПИ ӗҫченӗ. Хӑш-пӗр водитель ҫул-йӗр ӗҫченне курсан хӑвӑртлӑхне те чакарать-мӗн.
Анкартинче хӑйӑр купи, сцена, ача-пӑча валли ҫурт та пур. Ялта клуб ҫук, ҫавӑнпа ял халӑхӗ унта пухӑнма кӑмӑллать. Ачасем выляҫҫӗ, сцена ҫине хӑпарса сӑвӑ вулаҫҫӗ, аслисем вара хӑйсен ыйтӑвӗсене сӳтсе яваҫҫӗ. Кӳршӗ ялтан та килеҫҫӗ унта.
Пӗлтӗр Лидия Онуфриевӑн кил-тӗрешӗ хӑтлӑх енӗпе республикӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хӗрарӑм кунпа ҫырлахасшӑн мар-ха, Чӑваш Енре пӗрремӗш пуласшӑн вӑл.
Республикӑри хуҫалӑхсенче ӗнерхи куна тӗштырӑна тата пӑрҫа йышши культурӑсене мӗнпур вырма лаптӑкӗн 99,5 проценчӗ ҫинчен пухса кӗртнӗ. 13 районта ку ӗҫе вӗҫленӗ. Кашни гектар пуҫне тухӑҫ вӑтамран 22,5 центнера ларать. Пысӑк тухӑҫпа Елчӗк (28,0 ц/га) тата Вӑрнар (27,7 ц/га) районӗсем мухтанма пултараҫҫӗ.
Ҫӗрулми кӑларассипе тата пахча-ҫимӗҫ пуҫтарса илессипе те хуҫалӑхсем малалла тимлеҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтри яваплӑ тепӗр ӗҫ — кӗр аки. Ӗнерхи куна кӗрхисене 87 пин гектар акнӑ, унсӑр пуҫне ҫу туса илмелли культурӑсем 0,8 пин гектар йышӑнаҫҫӗ. Кӗрхисене акассипе планпа пӑхнине Элӗк (100,3% акнӑ), Йӗпреҫ (100,1%), Хӗрлӗ Чутай (100,0%), Муркаш (101,8%), Пӑрачкав (100,0%), Ҫӗмӗрле (128,2%) тата Елчӗк (100,0%) районӗсенче пурнӑҫланӑ.
Польшӑран – улма-ҫырла, Укаринӑран - сӗт, сӗткен, соя, Молдовӑран консерв илсе килме чарӗҫ. Вӗсене тата ытти хӑш-пӗр ҫимӗҫе пирӗн лавккасенче сутма юрамасть. Ҫакна Роспотребнадзор тата ытти ведомство ӗҫченӗсем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.
Тӗрӗслев ҫирӗп пулсан та Польшӑран илсе килнӗ панулми, Турцирен кӳрсе килнӗ иҫӗм ҫырли сутнине тупса палӑртаҫҫӗ. Вӗсене килограмӗ-килограмӗпе туртса илсе тӗп тӑваҫҫӗ.
Халӗ чылай лавккара Раҫҫейре ҫитӗнтернӗ панулми курма пулать. Вӗсене пирӗн пата Краснодартан кӳрсе килеҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре те панулми йӑтӑнать кӑна. Кашни килте тенӗ пекех улмуҫҫисем ҫӗре ҫите усӑннӑ. Ниҫта чикме пӗлмеҫҫӗ вӗсене ҫынсем, ирӗксӗрех ҫырманалла турттараҫҫӗ. Раҫҫейӗн халӗ хӑйне хӑй тӑрантармалла. Апла пулсан мӗншӗн ӑнса пулна панулмине сая ямалла? Элӗкре ав тутлӑ повидло пӗҫереҫҫӗ, сутлӑха кӑлараҫҫӗ. Унта ҫынсенчен панулми пуҫтараҫҫӗ пулӗ-ха. Анчах кашниех конторӑна ҫитме пултараймасть. Нумаях пулмасть пахчаран ҫӗрме пуҫланӑ панулмине ҫырмана турттарнӑ чухне пуҫра шухӑш явӑнчӗ: мӗншӗн ял тӑрӑх ҫӳресе ӑна пуҫтармаҫҫӗ-ха?
Паян — Петӗр Яккусен ҫыравҫӑн ҫуралнӑ кунӗ. Вӑл 1950 ҫулта Красноармейски районӗнчи Упа Ҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. 1967 ҫулта Мӑн Шетмӗри вӑтам шкултан, 1975 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнчи историпе филологи факультечӗн чӑваш уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Википедире ҫырнӑ тӑрӑх, Петӗр Яккусен Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫленӗ, чӑваш чӗлхин пусӑм йӗркине тӗпчесе темиҫе статья пичетлесе кӑларнӑ.
1978–1984 ҫулсенче Элӗк районӗнчи Мартынккӑ шкулӗнче завучра тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 1984 ҫулта Петр Яковлев Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн кафедринче ӗҫлеме тытӑннӑ, аспирантурӑра вӗреннӗ. 1989 ҫулта «Чӑваш чӗлхинчи сӑмах пусӑмӗ» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. 1995 ҫулта унӑн «Чӑваш фонетики» вӗренӳ кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Петӗр Яккусен тӗлӗнмелле илемлӗ сӑвӑсем ҫырать. Вӑл — СССР Писательсен союзӗн пайташӗ.
Элӗк районӗнчи Мӑн Ямашра пурӑнакан 51 ҫулти арҫын ӗнер трактор айне пулса вилнӗ. Усал хыпар РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленине 15 сехет тӗлӗнче ҫитнӗ.
Асӑннӑ районти Яккушкӑнь ялӗ патӗнче иртсе пынӑ чух трактор урапа ҫулӗпе пынӑ чухне тухса кайнӑ. Ҫав самантра Т-25 тракторта ларса пынӑ ҫын кабинӑран тухса ӳкнӗ, техника тӳнсе кайса ун ҫине хӑпарса кайнӑ. Инкеке лекнӗ вӑйпитти ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Руле тытса пынӑ 46 ҫулти хытах суранланнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ, халӗ ӑна тухтӑрсем пулӑшу кӳреҫҫӗ.
Элӗк районӗнчи вилӗмпе вӗҫленнӗ инкек пирки тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Пӑтӑрмах ҫын айӑпӗпе сиксе тухнӑ пулсан айӑплин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки те иккӗленмелле мар.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗк районӗнче 8 ҫулти ача сарӑмсӑр вилнӗ. Ӗнер унта «Газель» урапапа мотоблок пырса ҫапӑннӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари «Элӗк – Ишек» ҫул ҫинче 20 сехет 17 минутра пулнӑ. Шупашкартан Элӗке ҫула тухнӑ «Газель» мотоблок хыҫӗнче пынӑ. Руль умӗнче 48 ҫулти арҫын ларнӑ.
Водитель дистанцие пӑхӑнман — мотоблок ҫине кӗрсе кайнӑ. Аварире мотоблок ҫинче ларса пынӑ 8 ҫулти арҫын ача вӑйлах суранланнӑ. Вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличченех сывлама чарӑннӑ. Аварире тепӗр икӗ ҫын аманнӑ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Максим Ястран (Григорьев) сӑвӑҫ 100 ҫул тултарать. Вӑл 1916 ҫулта Элӗк районӗнчи Вӑрманкас Юнтапа ялӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫамрӑклах тӑлӑха юлнӑ поэт хӑйӗн 27-мӗш хӗлне кӗреймен — Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе Сталинград патӗнчи ҫапӑҫура пуҫ хунӑ.
Максим Ястран — поэт, куҫаруҫӑ, публицист, журналист. Пӗчӗк ялтан тухнӑ чӑваш каччин ял урамӗ унӑн ячӗпе хиспленсе тӑрать, ҫуралнӑ вырӑнта пӗчӗк палӑк лартнӑ, 2011 ҫулта Вутланти вулавӑша ун ятне панӑ.
Ястран ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине хатӗрленсе Элӗкри тӗп вулавӑш ятарлӑ планпа ӗҫленине пӗлтерет. Информаци пайӗ Максим Ястран пурнаҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен материал пуҫтарса дайджест хатӗрлесе кӑларнӑ, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшенчен кӗнекесем илсе килнӗ. Районти тӗп вулавӑшра йӗркеленӗ «Максим Ястран — 100 ҫул» кӗнеке куравӗ ҫурла уйӑхӗ вӗҫлениччен ӗҫлӗ.
Кӑҫал Максим Григорьев поэт ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Халӑх ӑна Максим Ястран ятпа пӗлет. Ҫавна май Элӗк районӗнче ӑна халалласа ирттермелли мероприятисен планне хатӗрленӗ. Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Вутланри культура ҫуртӗнче пултарулӑх каҫӗ иртӗ.
Шӑпах ҫак кун 100 ҫул каялла Максим Григорьев Вӑрманкас ялӗнче кун ҫути курнӑ. 1936–1939 ҫулсенче вӑл «Пионер сасси», «Ҫамрӑк большевик», «Чӑваш коммуни» хаҫатсенче, Халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче ӗҫленӗ. Ястран «Садра калаҫни» сӑвӑпа чапа тухнӑ. Унӑн хӑш-пӗр поэми чӑваш поэзийӗн ылтӑн фондне кӗнӗ.
Максим Ястран Г.Гейнен, А.Пушкинӑн, М.Лермонтовӑн, Т.Шевченкӑн, В.Маяковскин, К.Симоновӑн, С.Михалковӑн тата ыттисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан Ястран «Чӑваш коммуни» хаҫатра корреспондентра ӗҫленӗ. 1942 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ. Вӑл Сталинград хулине хӳтӗленӗ. Ястран 1942 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫак хула ҫывӑхӗнче паттӑрла вилнӗ. 1962 ҫулта ӑна СССР ҫыравҫисен пӗрлӗхне кӗртнӗ.
Чӑваш Енре «Покупай чувашское» (чӑв. Чӑвашрине туян) лозунгпа вырӑнти тавара рекламӑлланине пирӗнтен кашниех асӑрханӑ.
Элӗк районӗ те хӑйсем патӗнчи тавара сарасшӑн. Унти райцентрта кашни кӗҫнерникунах пасара пухӑнаҫҫӗ те, ярмӑрккӑна вырӑнтисем «Покупай дешевле!» (чӑв. Йӳнӗрехпе туян) лозунгпа йӗркелессине йӑлана кӗртсе янӑ.
Пасар кунӗнче Пушкин урамӗнче тӳлевсӗр икӗ вырӑн уйӑрнине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем иккӗшӗ те — усламҫӑсем валли. Пысӑккисем те, вӑтаммисем те, пӗчӗккисем те унпа усӑ курма пултарнине ӗнентереҫҫӗ.
Икӗ вырӑнтан пӗринче ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫне сутаҫҫӗ, тепринче — социаллӑ пӗлтерӗшлӗ шутланакан таварсене.
Ку эрнере, ӗнер, иртнӗ пасар вӑхӑтӗнче тӳлевсӗр вырӑнпа «ВММ» тулли мар яваплӑ общество усӑ курнӑ. Вӑл ҫӑкӑр, пахча-ҫимӗҫ, улма-ҫырла, кӗрпе, пулӑ сутнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |